Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
29 Ноябрӗн 2023, 05:46

Путин Пӗтӗм тӗнчери вырӑс халӑх соборӗнче сăмах каланă

#владимирпутин

Путин Пӗтӗм тӗнчери вырӑс халӑх соборӗнче сăмах каланăПутин Пӗтӗм тӗнчери вырӑс халӑх соборӗнче сăмах каланă
Путин Пӗтӗм тӗнчери вырӑс халӑх соборӗнче сăмах каланă

#владимирпутин

Раҫҫей суверенитетшӑн кӗрешни наципе ирӗклӗх характерӗ пулса тӑрать, - пӗлтернĕ Владимир Путин хӑйӗн Пӗтӗм тӗнчери вырӑс халӑх соборӗнче каланӑ сӑмахӗнче.

"Эпир хамӑр халӑхӑн хӑрушсӑрлӑхӗпе ырлӑхне хӳтӗлетпӗр. Раççей — вӑйлӑ, никама пӑхӑнман патшалӑх, ҫӗршыв-цивилизаци пулма аслӑ историлле прави", - тенӗ Президент. Суверенитет пӗлтерӗшӗ, хакӗ тата чӑн тултарни — ҫӗршывпа халӑх ирӗклӗхӗ, — палӑртнӑ патшалӑх пуҫлӑхӗ. Шӑпах ҫак чӑн-чӑн ирӗклӗхе паян спецопераци зонинче боецсем хӳтӗлеҫҫӗ. Пуçне хунă геройсене асӑнса Президент пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑма ыйтнă.

Путин ку чухнехи Раççей хӑйӗн суверенитетне тӗнчери патшалӑх пек каялла тавӑрса, ҫирӗплетсе, ӳстерсе пынине палӑртнӑ. Раççей хӑйӗн ирӗклӗхӗшӗн ҫеҫ мар, пӗтӗм тӗнчешӗн ҫапӑҫать. Русофобипе расизмӑн ытти формисем хӗвеланӑҫ элитин официаллӑ идеологийӗ пулнине Президент палӑртнӑ. Анӑҫ принципĕпе Раççей пек пысӑк та нумай нациллӗ ҫӗршыв кирлӗ мар. Культура, йӑла-йӗрке, чӗлхе тата этноссен нумай енлӗ пӗрлӗхӗ расистсемпе колонизаторсен логикине вырнаҫмаççĕ. Анӑҫра янӑракан "деколонизацилес" чӗнӳсем Раççее чӑннипех пайласа ҫаратма тӑрӑшнине пӗлтереҫҫӗ, - палӑртнӑ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.

Путин асӑрхаттарнă: нацисем хушшинчи тата тӗнсем хушшинчи хирӗҫӳсен провокацийӗсем пулсан, ăна Раççее хирӗҫ агрессиллӗ ҫапӑҫусем вырӑнне хурса хаклаҫҫӗ, ҫакна тусан тивӗҫлӗ хирĕç реакци пулать.  

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/

 https://ria.ru/20231128/putin-1912444439.html

 

Путин Пӗтӗм тӗнчери вырӑс халӑх соборӗнче сăмах каланă
Путин Пӗтӗм тӗнчери вырӑс халӑх соборӗнче сăмах каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас