

#владимирпутин
Владимир Путин Северодвинскри "Севмаш" заводра «Император Александр III " тата "Красноярск "шыв айӗнчи атомлӑ крейсер ҫинче тинӗс ҫар ялавӗсене ҫӗклес церемоние хутшӑннӑ.
"Ҫак паллӑ кун — "Император Александр III" тата "Красноярск" атомлӑ крейсер ҫинче тинӗс ҫар ялавӗсем ҫӗкленӗ кун, хӑйсен класӗнче пуринчен те ирттерекен ракетоносецсем пирӗн тинӗс ҫар флочӗн йышӗнче службӑна тытӑннӑ кун, сире саламлатӑп", — тенӗ Президент.
Вӑл ВМФ хальхи техникӑпа хӗҫпӑшал йӗркипе пуянланнине, сериллӗ производство ӳссе пынине палӑртнӑ.
Шыв айӗнчи ракетоносецсем Лӑпкӑ океан флочӗн составне кӗрӗҫ.
Президент ҫитес ҫулсенче "Севмаш" стапелӗсенчен "Борей-А" класӑн виҫӗ кимми анасси ҫинчен, ҫав вӑхӑтрах "Ясень-М" класӑн пилӗк карапӗ тӑвасси ҫинчен аса илтернӗ.
Путин шыв айӗнчи тата шыв çинчи карапсем тӑвас плансене пурнӑҫласса шантарнă, предприяти коллективне профессионализмшӑн тата хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн тав тунă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/72948/photos/73955
https://ria.ru/20231211/putin-1915093002.html