Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Украинӑри ҫар вӑйӗсем Крыма ҫӗмӗрсе кӗме хӑтланса пӑхни пĕр вĕçне кăна билет пек сăнласа каласа панă.
Тӑшман пысӑк контрнаступлени тунӑ, анчах унӑн ниҫта та, нимӗн те тухман, - тенӗ Президент. Ҫав шутра Днепрӑн сулахай ҫыранӗнче те, паян ҫапӑҫусем пынӑ ҫӗрте те. "Пирӗн ҫар ҫыннисен унта санитарнӑй ҫухатусем: икĕ-виҫӗ ҫын. Виҫӗ кун каялла ултӑ ҫынна амантнăччĕ. Тӑшмансен - вунă теçетке ҫын вилнӗ", - тенӗ Путин. "ВСУ боецĕсем пурте унта "вут миххине" лекнĕ. Украина командованийӗ унта элита, штурмлакан отрядсем ярать те ҫухатать вӗсене. Ку вӑл Киев енчен айванла та явапсӑр ӗҫ, политикӑлла тӗллевсемпе кӑна пулса пырать", - шутлать ҫӗршыв Президенчӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Владимир Путин Раҫҫей боецӗсене гуманитари пулӑшӑвӗ паракансене пурне те тав тунă. "Пирӗн кӑмӑллă граждансене чарма май ҫук. Тавтапуҫ вӗсене ҫакӑншӑн", - палӑртнă ҫӗршыв Президенчӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: видеотрансляци скриншочӗ.
https://resbash.ru/news/politika/2023-12-14/vladimir-putin-dlya-vsu-soprotivlenie-bilet-v-odin-konets-356684