Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Политика
18 Декабрӗн 2023, 05:09

Владимир Путин "Единая Россия" партин съездӗнче тухса каланӑ

#владимирпутин

Владимир Путин "Единая Россия" партин съездӗнче тухса каланӑВладимир Путин "Единая Россия" партин съездӗнче тухса каланӑ
Владимир Путин "Единая Россия" партин съездӗнче тухса каланӑ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин декабрӗн 17-мӗшӗнче "Единая Россия" партин XXI съездĕнче тухса каланӑ, вӑл ВДНХра "Россия" форум-курав площадкинче иртнĕ.

"Раççей, хӑш-пӗр ҫӗршывсем пек, хӑйӗн суверенитетне колбаса вырӑнне пама тата такамӑн тарҫи, хӳрешки пулма пултараймасть", — тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.

Вӑл Раççей шанчӑклӑ, ҫителӗклӗ патшалӑх пулассине е вӑл пачах та пулас ҫуккине палӑртнă.

Патшалăх Пуҫлӑхӗ халăх Раҫҫейӗн пуянлӑхӗпе тӗрекӗ тесе каланӑ, Раҫҫей ҫыннисем ӗҫре ҫӑмӑл мар тӗрӗслевсем вӑхӑтӗнче хӑйсен ҫӗршывне те, тивӗҫне те парӑнса тӑнине кӑтартса панӑ.

"Единая Россия" партие илес пулсан, ҫӗршыв Президенчӗ парти обществӑна малашне те пултаруллӑ кун-çул сӗнессе шанать.

 "Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ, Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Владимир Путин 2024 ҫулта ҫӗршыв президентне суйланма йышӑннине ырланă.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-12-17/vladimir-putin-vystupil-na-s-ezde-partii-edinaya-rossiya-3570279

 

Владимир Путин "Единая Россия" партин съездӗнче тухса каланӑ
Владимир Путин "Единая Россия" партин съездӗнче тухса каланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас