

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ Центризбиркомне 2024 ҫулта патшалӑх пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма документсем панӑ, — пӗлтернӗ президент пресс-секретарӗ Дмитрий Песков.
Путин хӑй ирӗкӗпе суйлава каять. РФ Президенчӗн суйлавӗ ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн, ӑна валли 500 ҫынран кая мар суйлавҫӑсен ушкӑнне йӗркелемелле пулнӑ. Ушкӑн пухӑвӗ декабрӗн 16-мӗшӗнче пулнă, хутшӑнакансем пурте пӗр харӑс Путин майлӑ пулнă.
ЦИКа паракан документсен комплектне кандидатпа мӗнпур ҫын харпӑр хӑй даннӑйӗсене кӑтартакан ушкӑн регистрацилесси ҫинчен ыйтса ҫырнине, пуху протоколне, полномочиллӗ ушкӑн списокне, вӑл килӗшни ҫинчен кандидат заявленине тата ытти темиҫе документа кӗреҫҫӗ.