

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин юнкун, декабрӗн 20-мӗшӗнче, Мишааля аль-Ахмед аль-Джабер ас-Сабах шейха Кувейт престолӗ ҫине ларнӑ ятпа саламланă. Раҫҫей лидерӗн телеграммине юнкун, декабрӗн 20-мӗшӗнче, Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Раҫҫейпе Кувейт хушшинчи хутшӑнусем яланхи пекех туслӑ пулнине палӑртнă Владимир Владимирович Путин.
"Ҫак хутшӑнусем пирӗн халӑхсен ырлӑхӗшӗн, ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи тӑнӑҫлӑхпа хӑрушсӑрлӑха ҫирӗплетессишӗн малашне те тӗрлӗ облаҫсенче усӑллӑ аталанасса шанатӑп", - хушса хунӑ Раҫҫей лидерӗ.
Унсӑр пуҫне вӑл престола йышăннă эмира "патшалӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем, ҫавӑн пекех ырӑ сывлӑх тата ырлӑх" суннă.
https://iz.ru/1623430/2023-12-20/putin-napravil-emiru-kuveita-pozdravleniia-po-sluchaiu-vstupleniia-na-prestol