

#владимирпутин
Раҫҫейпе Азербайджан хушшинчи хутшӑнусем тата ҫӗршывсем хушшинчи стратегилле партнерлӑх ҫӳллӗ шайра тытӑнса тӑраҫҫӗ. Кун пирки вырсарникун, декабрӗн 24-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Азербайджан ӗҫтешӗпе Ильхам Алиевпа телефонпа калаҫнӑ чухне пӗлтернӗ.
"Телефонпа калаҫнă вăхăтра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Азербайджан Республикин президентне Ильхам Алиева ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламланă. Лидерсем стратегилле партнерствӑпа союзниксен Раҫҫейпе Азербайджан хутшӑнӑвӗсен ҫӳллӗ шайне палӑртнӑ тата харпӑр хӑй контакчӗсене малалла тӑсасси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ", - тесе палӑртнӑ Кремль сайтӗнче Раҫҫей лидерӗн сӑмахӗсене.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/72492
https://iz.ru/1625547/2023-12-24/putin-ukazal-na-vysokii-uroven-otnoshenii-rossii-i-azerbaidzhana