Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
3 Кӑрлач 2024, 12:08

Францире 2023 ҫула "Путин ҫулталӑкӗ" тесе ят панӑ

#владимирпутин

Францире 2023 ҫула "Путин ҫулталӑкӗ" тесе ят панӑФранцире 2023 ҫула "Путин ҫулталӑкӗ" тесе ят панӑ
Францире 2023 ҫула "Путин ҫулталӑкӗ" тесе ят панӑ


#владимирпутин
Le Parisien: Путин пур енӗпе те ҫӳллӗ нота ҫинче ҫулталӑка вӗҫленӗ.
Фронтри лидерство, ҫирӗп экономика тата ҫӗнӗ союзниксем - 2023 ҫула "Путин ҫулталӑкӗ" теме пулать. Кун ҫинчен январӗн 1-мӗшӗнче Франци хаҫачӗ Le Parisien ҫырнӑ.
Палӑртнӑ тӑрӑх, пулас суйлав 2024 ҫулхи ҫуркунне Раҫҫей Президенчӗшӗн Владимир Путиншӑн ансат формальность пулма пултарать, мӗншӗн тесен вӑл ертсе пынипе ҫӗршыв пур фронтсенче те ҫӗнтернӗ.
Хаҫат кӑтартнӑ тӑрӑх, Раҫҫей экономики пур тӑкаксене те хуплама пултаракан ҫирӗп аталанӑва кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех, Хӗвеланӑҫӗнчен ӑна аркатса тӑкма хӑтланни ӑнӑҫсӑр пулнӑ пулин те, ҫӗнӗ партнерсен шучӗпе тата суту-илӳ ӗҫне тепӗр хут ҫӗнетес тӗлӗшпе ҫӗршыв санкцисене пӑхса ҫаврӑннӑ.
Тӗп Кӑнтӑр политики Раççее изоляцире пулма паман, нумай пулмасть Раҫҫей Президенчӗ Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсене (ОАЭ) кайни тата Сауд Аравине кайса килни Раҫҫей лидерӗ Хӗвеланӑҫӗнче кăтартса пама тăрăшнă пек "изгой" маррине çирĕплетсе панӑ.
"2023 ҫул Путиншӑн чи ҫӳллӗ нота ҫинче вӗҫленнӗ, вӑхӑт унӑн енче ", - тесе ҫырнӑ кӑларӑм.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/

https://iz.ru/1629742/2024-01-03/vo-frantcii-nazvali-2023-god-godom-putina

 

 

 

Францире 2023 ҫула "Путин ҫулталӑкӗ" тесе ят панӑ
Францире 2023 ҫула "Путин ҫулталӑкӗ" тесе ят панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас