Çутă çул
+24 °С
Дождь
Политика
22 Января 2024, 06:42

Январӗн 23-мӗшӗнче Владимир Путин "Эль-Дабаа" АЭСри мероприятие хутшӑнать

#владимирпутин

Январӗн 23-мӗшӗнче Владимир Путин "Эль-Дабаа" АЭСри мероприятие хутшӑнатьЯнварӗн 23-мӗшӗнче Владимир Путин "Эль-Дабаа" АЭСри мероприятие хутшӑнать
Январӗн 23-мӗшӗнче Владимир Путин "Эль-Дабаа" АЭСри мероприятие хутшӑнать

#владимирпутин

Владимир Путин Египет президенчӗпе Абдель Фаттах ас-Сисипе пӗрле январӗн 23-мӗшӗнче "Эль-Дабаа" АЭС энергоблокӗн тӑваттӑмӗш никӗсне пӗрремӗш бетон хывас ӗҫе хутшӑнать, — пӗлтернӗ Раҫҫей лидерӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков.

Пӗрремӗш бетона "ядернăй утравӗ" текеннин никӗсне хывма тытӑнни АЭС энергоблокӗн стартне пӗлтерет.

"Ҫапла. Планра ҫакӑн пек мероприяти пур", — тенӗ Песков.

Маларах пресс-секретарь "ку питӗ кирлӗ церемони" тесе палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей тӗнче масштабӗнче атом индустрийӗн пӗр сӑмахсӑр лидерӗ пулса тӑрать, пулӑшу ӗҫӗсем вара лайӑхрах, йӳнӗрех, пахалӑхлӑрах. Ҫак рынока хутшӑнакансене РФ конкуренцине тӳсме питӗ йывӑр пулать, - хушса хунă Песков.

2022 ҫулта "Эль-Дабаа" АЭС пӗрремӗш тата иккӗмӗш энергоблокӗсене тума тытӑннӑ. Çу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче виҫҫӗмӗш энергоблок тума тытӑннӑ.

 Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/

 https://ria.ru/20240121/aes-1922623105.html

 

 

Январӗн 23-мӗшӗнче Владимир Путин "Эль-Дабаа" АЭСри мероприятие хутшӑнать
Январӗн 23-мӗшӗнче Владимир Путин "Эль-Дабаа" АЭСри мероприятие хутшӑнать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас