#владимирпутин
Раҫҫей ЦИКĕ Владимир Путина РФ президенчӗн должноҫне кандидат пулма регистрациленӗ. Кун ҫинчен информацие Центризбирком телеграм- каналӗнче официаллӑ пичетлесе кӑларнӑ.
"Маларах кандидат Раҫҫей ЦИКне хӑйне пулӑшма 315 пин алӑ пуснисене тăратнă. Ĕç ушкӑнĕ тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх кандидата регистрацилеме май паракан тӗрӗс мар алӑ пуснисен 0,15 процентне тупса палӑртнӑ", - тенӗ пӗлтерӳре.
Аса илтеретпӗр, маларах Раҫҫей Президенчĕн суйлавӗ пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен виҫӗ кун тăршшĕ иртессине пӗлтернӗ.