#владимирпутин
Владимир Путин историе тарӑн пӗлни ҫине таянать, час-часах архив докуменчӗсемпе ӗҫлет, ҫавӑнпа та вӑл Такер Карлсона интервью валли Украина темипе аргументлӑ хуравпама чи малтанхи ҫӑлкуҫсене суйласа илнӗ, — пӗлтернӗ Раҫҫей лидерӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков тележурналиста Павел Зарубина интервью панă чухне.
Ҫавӑн пекех вӑл Богдан Хмельницкий Мускава ҫырнӑ ҫырусен папкине, интервью вӑхӑтӗнче Такер Карлсон журналиста парса янӑ, хӑй хушнипе хатӗрлесе хуни ҫинчен те каласа панă.
"Вӑл пуҫаруҫӑ, ҫак идейӑн авторӗ пулнӑ. Паллах ӗнтӗ, Украина ҫак интервьюра кун йӗркинче пысӑк фигурӑ пуласси паллах ĕнтĕ", — хушса хунă Песков.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, патшалӑх Пуҫлӑхӗн историлле тавракурӑмӗ "эмоциллӗ характерлă мар, пуçламăш ҫӑлкуҫӑн конкретлӑ пӗлӗвӗсем ҫинче никӗсленет".
"Шӑпах çав малтанхи ҫӑлкуҫсене, вӑл Украина ҫинчен каласа пама хатӗрленнине аргументлама суйласа илнӗ те ӗнтӗ", - каласа панă Песков.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/
https://ria.ru/20240211/putin-1926682342.html
материалĕсем тӑрӑх.