Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
20 Нарӑсӑн , 10:40

Путин Ким Чен Ына Раҫҫейре туса кăларнă автомобиль парнеленӗ

#владимирпутин

Путин Ким Чен Ына Раҫҫейре туса кăларнă автомобиль парнеленӗ
Путин Ким Чен Ына Раҫҫейре туса кăларнă автомобиль парнеленӗ

#владимирпутин

Владимир Путин Ҫурҫӗр Корея пуҫлӑхне (КНДР) Ким Чен Ына Раҫҫейре туса кăларнă автомобиль парнеленӗ. Кун ҫинчен февралӗн 20-мӗшӗнче центрти телеграф агентстви пӗлтернӗ.

"Владимир Владимирович Путин парнине февралӗн 18-мӗшӗнче хисеплӗ юлташ ячӗпе ЦК ТПК секретарӗ Пак Чон Чхон тата ЦК ТПК заведующийӗн ҫумӗ Ким Ё Чен Раҫҫей енчен илнӗ", - пӗлтерет кӑларӑм.

Ким Ё Чен палӑртнӑ тӑрӑх, парнеленӗ автомобиль "икӗ ҫӗршыв лидерӗсем хушшинче — КНДРпа РФ хушшинчи туслӑх хутшӑнӑвӗсене уҫҫӑн кӑтартса парать". Вӑл: "чи лайӑх парне", — тесе хушса хунă та Раҫҫей енне Ким Чен Ын ятĕнчен тав тунă.

Автомобиль маркипе моделӗ ҫинчен пӗлтерӳре каламан.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/

https://iz.ru/1652888/2024-02-20/putin-podaril-kim-chen-ynu-avtomobil-rossiiskogo-proizvodstva

 

Путин Ким Чен Ына Раҫҫейре туса кăларнă автомобиль парнеленӗ
Путин Ким Чен Ына Раҫҫейре туса кăларнă автомобиль парнеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: