#владимирпутин
Крымпа Севастополь Раҫҫей пӗрлӗхӗпе хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ, - пӗлтернӗ Владимир Путин.
"Крым. Истори страницисем авалхи вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех" кӗнекене вулакансене тивӗҫлӗ чӗнсе каланине Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
"Крым историйӗ пирӗн Тӑван çӗршыв историйӗнчен уйрӑлмасть. Ҫак авалхи ҫӗр ҫинче – пирӗн халӑхӑн аслӑ ӑс-хакӑл, ҫар сӑваплӑ вырӑнӗсем, археологипе культура палӑкӗсем... Севастопольпе крымчансемшӗн чӑнах та шӑпа маякӗ 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӗсем ҫирӗп те пӗр тӗллев суйласа илнӗ кун Раççейпе ӗмӗрлӗхех тӗл пуласси пулса тӑнӑ. Паян Крымпа Севастополь – унӑн уйрӑлми пайӗ. Ҫак регионсем пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлӗхӗпе хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ", - тенӗ телеграммӑра.
Патшалăх Пуҫлӑхӗ Крымпа Севастополе Раççейпе пӗрлештернӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалланӑ кӗнеке паллӑ событи пулса тӑрассине, вулакансен чи анлӑ ушкӑнне "Тӑван çӗршыва юратакансене, унӑн пуян историйӗпе мăнаçланакансене пурне те ун ҫинчен май килнӗ таран ытларах пӗлесшӗн", – тесе палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president
материалĕсем тӑрӑх.