#владимирпутин
Владимир Путин ытларикун, февралӗн 27-мӗшӗнче, ҫар службисемпе ветеранӗсене Ятарлӑ операци вӑйӗсен кунӗ ячӗпе саламланă.
"Хисеплӗ юлташсем! Сире професси уявӗпе — Ятарлӑ операци вӑйӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп. Пӗтӗм личнӑй составпа ветерансене тĕрĕс,тӳрӗ кӑмӑлпа служит тунӑшӑн, харпӑр хӑй паттӑрлӑхӗшӗн, присяга шанчăклă пулнăшăн тата тивĕçе парӑннӑшӑн тав тӑватӑп", - тенӗ вӑл видеопа чӗнсе каланинче.
Путин ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене уйрӑммӑнах тав тунă, вӗсем, ансат мар условисенче пулсан та, ҫӗршыва хӳтӗлемелли çар задачисене чыслӑ, хӑюллн та татӑклӑ пурнӑҫлаҫҫӗ.
"Хӑйне уйрӑм тытни Ятарлӑ операцисен вӑйӗсен боецĕсемпе командирĕсене яланах уйӑрса тӑрать. Вӗсене туса хурасси ҫинчен калакан йышӑнӑва вӑхӑтпа, ҫӗнӗ чӗнӳсене тухӑҫлӑн хуравламаллипе тишкернӗ. Кӗске вӑхӑтра эсир йĕркеленес тапхӑрне чыслӑн утса тухрӑр, тӑван ҫӗршыв спецназӗн хӑйне евӗрлӗ йӑли — йӗркисене аталантарассине тивӗҫтертӗр, ҫапӑҫӑва тивӗҫлӗ йышӑнтӑр тата пирӗн ҫарӑн хӑватлӑ вӑйӗ пулса тӑтӑр", - палӑртнӑ патшалăх Пуçлăхĕ.
"Эпир малалла та Ятарлӑ операцисен вӑйне ҫирӗплетӗпӗр, вӗсен пултарулӑхне, ударлӑ вӑй-хӑватне ӳстерӗпӗр, ҫӗнӗ ӑрӑвӑн хӗҫпӑшалӗпе тата техникипе пуянлатӑпӑр... Йӑпӑр-япӑр хисеплӗ туссем! Ятарлӑ операцисен вӑйӗсен подразделенийӗсем яланах боевой постра, эсир ҫапӑҫура та, ҫар ӗҫӗнче те ҫӗнӗ ҫӳллӗшсем илессе, Раҫҫее хӳтӗлес, Тӑван Ҫӗршывпа пирӗн халӑх хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессишӗн пысӑк тӳпе хывасса шанатӑп", — палăртнă Путин.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/
https://iz.ru/1656212/2024-02-27/putin-pozdravil-voennosluzhashchikh-i-veteranov-s-dnem-sil-spetcialnykh-operatcii