#владимирпутин
Президент иноагентсен ресурсӗсене реклама вырнаҫтарма чарни ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснă. Документ Раҫҫей гражданӗсемпе отечественнӑй компанисене харпӑрлӑх формисене пӑхмасӑрах ют ҫӗршыв агенчӗсен ресурсӗсенче кирек мӗнле реклама вырнаҫтарма чарать. Вӗсен сайчӗсене, блогӗсене, социаллӑ сетьсене сарма чарни тата ытти те.
Ют ҫӗршыв структурисем, Раҫҫейри политика ӗҫне хутшӑнакан тата ют ҫӗршыв финансне илекенсем (е ҫынсен пӗрлешӗвӗ) гражданлӑхран, организаципе право форминчен тата юрисдикцинчен пӑхмасӑр йышӑнма пултараҫҫӗ.
Ют ҫӗршыв ҫӑлкуҫне пулӑшу пани укҫа-тенкӗ ҫеҫ мар, организаципе методика, наукӑпа техника тата ытти пулӑшу та пама пултарать.
Сăнӳкерчӗкĕ: РФ Патшалăх Думи.