Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
17 Мартӑн , 10:16

Путин правительствӑна ҫӗнӗ нацпроектсемпе сенÿ тунă

#владимирпутин

Путин правительствӑна ҫӗнӗ нацпроектсемпе сенÿ тунă
Путин правительствӑна ҫӗнӗ нацпроектсемпе сенÿ тунă

#владимирпутин
Раҫҫейре ҫӗнӗ наци проекчӗсене 2025 ҫулта хута ямалла, - пӗлтернĕ Владимир Путин правительство членӗсемпе канашлура.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ Федераци пухӑвӗнче вӑл демографи, сывлӑх сыхлавӗ, вӗренӳ, ачасене тата ҫамрӑксене воспитани парас, ҫавӑн пекех кадрсем хатӗрлес енӗпе конкретлӑ тӗллевсем палӑртнине аса илтернӗ. Унсӑр пуҫне унта технологи суверенитетне ҫирӗплетес тата цифра платформисене йӗркелес, хуласемпе ялсене хӑтлӑх кӗртес, транспорт тата ытти инфратытӑма аталантарас тӗллевсене палӑртаҫҫӗ.
"Ҫак тата ытти тӗп ҫул-йӗрсемпе тепӗр ҫул ҫӗнӗ наци проекчӗсене хута ямалла. <...> Ĕҫе тытӑнмалла, кашни нацпроектӑн пур элеменчӗсене те тӗплӗн планламалла", - палӑртнă Путин.
Вӑл влаҫри мӗнпур шайри ӗҫсене — федерацирен пуҫласа муниципалитет таран, ҫавӑн пекех пӗтӗм ӗҫе - стратегилле решенисене йышӑнассинчен пуҫласа практикӑлла пурнӑҫа кӗртме чӗнсе каланӑ.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫей экономикинчи тенденцисем ҫӗршыв аталанӑвӗн тӗллевӗ патне янӑ тӗллевсене пурнӑҫлама май параҫҫӗ.
Юлашкинчен вӑл правительствӑна апрель вӗҫлениччен ҫӗнӗ нацпроектсене пурнӑҫламалли тӗп майсемпе тата принципсене палӑртма хушнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73652/photos/75430

https://ria.ru/20240314/ekonomika-1933021904.html

материалĕсем тӑрӑх.

 

Путин правительствӑна ҫӗнӗ нацпроектсемпе сенÿ тунă
Путин правительствӑна ҫӗнӗ нацпроектсемпе сенÿ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: