Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
10 Апрелӗн , 17:51

Владимир Путин Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑннăшăн Радий Хабирова ырланă

#владимирпутин

Владимир Путин Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑннăшăн Радий Хабирова ырланă
Владимир Путин Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑннăшăн Радий Хабирова ырланă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче иртекен Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавне Радий Хабиров хутшӑннӑшăн ырланă. Кун пирки патшалӑх пуҫлӑхӗпе регион ертӳҫин тӗлпулăвĕнче сӑмах пынӑ. Калаҫу Мускавра иртнĕ.
Регион ертӳҫи Радий Хабиров республика аталанӑвӗн приоритечӗсем ҫинчен каласа панӑ. Вӗсен шутӗнче -ятарлӑ ҫар операцине пулӑшма тата экономикӑн ҫирӗп ӗҫне пурнӑҫлама палӑртнӑ мерӑсене пурнӑҫлани.
– Хам енчен эпӗ сире пулӑшас тесе пурне те тӑвӑп, анчах, паллах, ҫынсем суйлаççĕ, – тет Владимир Путин. – Ҫынсемпе ӗҫлес пулать, уйрӑммӑнах ҫак тапхӑрта тӳррӗн те тӑтӑшрах тӗл пулмалла, итлемелле, мӗншӗн тесен ĕç кабинетӗнчен кураймӑн та, илтеймӗн те.
Аса илтеретпӗр, шӑп та шай Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫынсемпе конструктивлӑ калаçни влаҫри мӗнпур шайри представительсемшӗн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсен шутӗнче темиҫе хутчен те палӑртнӑ. Ку руководительсемпе общественниксен ӗҫӗн тӗп инструменчӗсенчен пӗри. – Паян ҫынсем калаçупа питӗ интересленеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн тӗл пулмалла, калаҫмалла, тухса тӑракан ыйтусене пӗрле татса памалла, - палӑртнӑ Радий Хабиров.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73837

https://svetput.ru/news/politika/2024-04-09/vladimir-putin-podderzhal-uchastie-radiya-habirova-v-vyborah-glavy-bashkirii-3721953

 

 

Владимир Путин Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑннăшăн Радий Хабирова ырланă
Владимир Путин Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑннăшăн Радий Хабирова ырланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: