#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Патшалӑх спикерӗпе Вячеслав Володинпа правительствӑна йӗркелес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Вӗсем ытларикун, майӑн 21-мӗшӗнче тӗл пулнă.
"Правительствӑна мӗнле йӗркелени ҫинчен эсир мӗн каласшӑн пулнине эпӗ пӗлетӗп. Конституцие тӳрлетӳсемпе килӗшӳллӗн Парламент влаҫӑн ӗҫ тӑвакан аслӑ органне йӗркелеме хушма правасем илнӗ. Мӗнле иртрӗ ку ӗҫ?"- ыйтнă патшалăх Пуҫлӑхӗ тӗлпулу пуҫламӑшӗнче.
Володин та правительствӑри пост кандидачӗсене ҫирӗплетмелли яваплӑ тапхӑра асӑннă. Вӑл ҫак процеса тӑватӑ кун йышӑннине, ун хушшинче 300 ытла ыйту янӑранине палӑртнă.
Патшалăх Думин председателӗпе калаҫнӑ чухне Путин мĕнпур депутатсене ушкӑн интересӗсене мар, патшалӑхӑн позицийӗнчен туса ирттернӗ ӗҫшӗн тав тунă.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ РФ Президентне суйланӑ хыҫҫӑн Раҫҫей парламенчӗн аялти палатин ӗҫ-хӗлӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑрӗ пирки влаҫӑн ӗҫ тӑвакан органӗсене йӗркелессине асӑннӑ. Вӑл госаппарат ӗҫӗнче, уйрӑммӑнах паянхи чăнлăхра, нимӗнле канусем те, чăрмантарусем те пулмалла маррине палӑртнă.
https://iz.ru/1700107/2024-05-21/putin-na-vstreche-s-volodinym-obsudil-voprosy-formirovaniia-pravitelstva