Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
31 Майӑн , 10:17

Путин халӑх пӗрлӗхӗ пур ҫӗнтерӳсен никӗсӗ тенĕ

#владимирпутин

Путин халӑх пӗрлӗхӗ пур ҫӗнтерӳсен никӗсӗ тенĕ
Путин халӑх пӗрлӗхӗ пур ҫӗнтерӳсен никӗсӗ тенĕ

#владимирпутин
Халӑх пӗрлӗхӗпе паттӑрлӑхӗ пур ҫӗнтерӳсен никӗсӗ пулса тӑрать, - тенӗ майӑн 30-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Мускавра патшалӑх наградисене панӑ церемонинче.
"Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхӗ" ятлӑ пысӑк коллектива чӗререн, чи пысӑк тав сӑмахӗ каламалла. Тав сӑмахӗ каламалла, пуҫ таймалла. Пӗтӗм халӑха памалли награда ҫук. Анчах шӑпах унӑн паттӑрлӑхӗ, тӑван ҫӗршывпа унӑн интересӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑни — пирӗн мӗнпур ҫӗнтерӳсен никӗсӗ. Пӗтӗм Раççейпе пирӗн кашнинех", — тенӗ Раҫҫей лидерӗ патшалăх наградисем панӑ церемонинче.
Ҫак кун Путин Кремльте патшалӑх наградисем панă. Наградӑланисен шутĕнче çар служащийӗсем, политика деятелӗсем, космонавтсем, пысӑк чиновниксем, культура деятелӗсем.
https://iz.ru/1704599/2024-05-30/putin-nazval-splochennost-naroda-zalogom-vsekh-pobed

 

Путин халӑх пӗрлӗхӗ пур ҫӗнтерӳсен никӗсӗ тенĕ
Путин халӑх пӗрлӗхӗ пур ҫӗнтерӳсен никӗсӗ тенĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: