#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Боливи ӗҫтешӗпе Луис Арсепе калаҫу пуҫланӑ. Икӗ лидер кӗҫнерникун, июнӗн 6-мӗшӗнче, Петербургри Стрельньӑри Константиновский дворецра тӗл пулнӑ.
"Хисеплӗ президент господин! Сире Раҫҫейре, Петербургра, Пӗтӗм Тӗнчери экономика форумӗнче саламлама питӗ хавас. Эсир Раҫҫейре пӗрремӗш хут патшалӑх пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлетӗр. Эпир сире курма питӗ хавас", - тенӗ Путин, калаҫӑва пуçласа.
Экономист пулнӑ май Арсе Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче дискуссире палӑрмаллах пысӑк тӳпе хывасса шаннӑ вӑл.
Раҫҫейпе Боливи хутшӑнӑвӗсем пӗр-пӗрин интересӗсене шута илсе ҫирӗп никӗс ҫинче аталанаҫҫӗ, палӑртнӑ Путин. Сӑмахран, вӑл икӗ ҫӗршыв хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне ӳстермелли тенденци ҫине кӑтартнă, унӑн калӑпӑшӗ пӗлтӗрхи результатсем тӑрӑх 2,5 процентпа танлашнӑ. Ҫавӑн пекех РФ Президенчӗ Раҫҫейпе Боливи пӗрлешӗвӗн кулленхи тата малашлӑхлӑ ҫул-йӗрӗсене, ҫав шутра "Росатом" линийӗ тӑрӑх ядерлă тӗпчевсен центрне тӑвассине асӑннӑ май тимленӗ.
Арсе хӑй черечӗпе Путина ПМЭФа пыма чӗннӗшӗн тав тунă та Боливи енӗ площадка ӗҫне хастар хутшӑнасси ҫинчен пӗлтернӗ.
Боливи лидерӗ те пӗрлехи икӗ енлӗ проектсене пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн Раҫҫей правительствине тав тунӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74228
https://iz.ru/1708232/2024-06-06/putin-nachal-peregovory-s-prezidentom-bolivii-luisom-arse