#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин июнӗн 10-мӗшӗнче Бразили ӗҫтешӗпе Луис Инасиу Лула да Силвӑпа телефонпа калаҫнă. Кун пирки Кремль сайчӗ ҫинче пӗлтернӗ.
Патшалăх Пуҫлӑхӗ калаҫура Швейцарире Украина пирки пулас конференципе ҫыхӑннӑ Мускавăн принциплӑ майĕсем ҫинчен каласа панă. Бразили лидерĕ хирӗҫӗве мирлӗ йӗркелессин варианчӗсене шырас ӗҫе пысӑк тӳпе хывма тӑрӑшни çинчен пĕлтернĕ.
Кунсӑр пуҫне, енсем Раҫҫейпе Бразилин стратегилле партнерствине малалла тарӑнлатас тӗлӗшпе кӑсӑкланнине палӑртнă.
"Сӑмахран, Раҫҫейпе Бразили кӑҫал БРИКСра "ҫирӗм группӑра" председательсем пулнине шута илсе, икӗ ҫӗршыв пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ, — тенӗ пӗлтерӳре.
https://iz.ru/1710697/2024-06-10/putin-provel-telefonnye-peregovory-s-prezidentom-brazilii