#владимирпутин
Путин: Раҫҫейпе КНДР пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫленин ҫӳллӗ шайӗ ҫӗршывсен суверенитетне ҫирӗплетет.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейпе КНДР пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессин пысӑк шайӗ икӗ ҫӗршыв суверенитетне ҫирӗплетме тата унта пурӑнакансен ырлӑхне ӳстерме май парасса шанать.
Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн "Нодон синмун" хаҫат валли «Раҫҫей тата КНДР: нумай ҫулсем тăршшĕнчи туслӑхпа килӗшӳ йӑли-йӗркисем" статьине Кремль сайчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ.
"Шансах тӑратӑп: пӗрлехи вӑйпа эпир Раҫҫейпе КНДР хушшинче пӗр-пӗриншĕн усӑллӑ тата пӗр тан ҫыхӑнӑва аталантарма, пирӗн суверенитета ҫирӗплетме, суту-илӳпе экономика ҫыхӑнӑвӗсене тарӑнлатма, гуманитари сферинчи контактсене аталантарма тата юлашкинчен икӗ патшалӑх гражданӗсен ырлӑхне ӳстерме пулӑшакан икӗ енлӗ хутшӑнӑва ӳстерме пултаратпӑр", — палӑртнӑ Президент.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74308/photos/76821
https://ria.ru/20240618/kndr-1953544110.html
материалĕсем тӑрӑх.