Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
27 Июнӗн , 11:47

Путин Раҫҫей ячĕпе хӑратнине кулмасӑр пӑхма чӗнсе каланӑ

#владимирпутин

Путин Раҫҫей ячĕпе хӑратнине кулмасӑр пӑхма чӗнсе каланӑ
Путин Раҫҫей ячĕпе хӑратнине кулмасӑр пӑхма чӗнсе каланӑ
#владимирпутин
Раҫҫей тӗлӗшӗнчен хӑрушлӑх ҫине тимлӗ пӑхмалла, адекватлă хуравӗсене планламалла, ҫӗршывпа флотӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене ҫирӗплетмелле, - тенӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин.
"Эпир хальхи тӗнчери геополитика хĕрÿлĕхĕ ӳснӗҫемӗн ӳссе пынине пурте ӑнланатпӑр, Раҫҫей ячĕпе темиҫе ҫӗршывӑн ертсе пыракан ҫаврашкисем енчен тӑтӑшах хӑратнине илтетпӗр, ҫав хӑратусене пурнӑҫлас тӗлӗшпе конкретлӑ ӗҫсене те куратпӑр. Паллах, кун ҫине тӗплӗ пӑхмалла, тӗрлӗ хӑрушлӑхсене шута илмелле, адекватлӑ хуравсене планламалла, пирӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйсемпе тинӗс ҫар флотне ҫирӗплетмелле", - тенӗ Путин юнкун карапсем тӑвас ыйтусемпе канашлура.
Сăнÿкерчĕк: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74425/photos/77154
 
материалĕсем тӑрӑх.
 
Путин Раҫҫей ячĕпе хӑратнине кулмасӑр пӑхма чӗнсе каланӑ
Путин Раҫҫей ячĕпе хӑратнине кулмасӑр пӑхма чӗнсе каланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: