Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
6 Июлӗн , 13:35

Катар эмирĕ РФ экономикине $13 млрд доллар патшалӑх инвестицийӗсем хывасси ҫинчен пӗлтернӗ

  #владимирпутин

Катар эмирĕ РФ экономикине $13 млрд доллар патшалӑх инвестицийӗсем хывасси ҫинчен пӗлтернӗ
Катар эмирĕ РФ экономикине $13 млрд доллар патшалӑх инвестицийӗсем хывасси ҫинчен пӗлтернӗ
 
#владимирпутин
Раҫҫей экономикине Катар инвестицийӗсем хывакан калӑпӑшӗ $13 млрд доллар таран. Кун çинчен июлӗн 4-мӗшӗнче Тамим бен Хамад Аль Тани патшалăх эмирĕ РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнӑ май пĕлтернĕ.
"Раҫҫей экономикине Катар инвестицийӗсен калӑпăшĕ, Раҫҫейри проектсем $13 млрд доллара ҫитеҫҫӗ, эпир ҫак цифрӑна ӳстерме шутлатпӑр", - илсе ҫитерет ун сӑмахӗсене Кремль пресс-служби.
Кунсӑр пуҫне унта Тамим бен Хамад Аль Тани Дохпа Мускав хушшинчи хутшӑнусем пӗр-пӗрне хисепленипе тата шаннипе йӗркеленнине палӑртнă.
Икӗ лидер Астана хулинче Шанхайри пӗрлӗх пӗрлешӗвӗн саммит уй-хирӗнче тӗл пулнӑ. Вара Владимир Путин Эмир Раççее нумайранпа килсе курманни ҫинчен, ӑна патшалӑха пырса курма чӗнни ҫинчен аса илтернӗ. Унта Тамим бен Хамад Аль Тани те РФ президентне Катарта йышӑнма хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
 
 
 
 
 
 
 
Катар эмирĕ РФ экономикине $13 млрд доллар патшалӑх инвестицийӗсем хывасси ҫинчен пӗлтернӗ
Катар эмирĕ РФ экономикине $13 млрд доллар патшалӑх инвестицийӗсем хывасси ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: