Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
8 Августӑн , 11:40

Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва пула Путин вӑй ведомствисен пуҫлӑхӗсене пуҫтарнă

#владимирпутин

Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва пула Путин вӑй ведомствисен пуҫлӑхӗсене пуҫтарнă
Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва пула Путин вӑй ведомствисен пуҫлӑхӗсене пуҫтарнă
#владимирпутин
 
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин оборона министрне Андрей Белоусова, РФ Совбез секретарьне Сергей Шойгуна, ФСБ директорне Александр Бортникова тата РФ Генеральнӑй штаб начальникне Валерий Герасимова Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явма пуҫтарнӑ.
 
Маларах министрсен кабинечĕпе канашлу пынӑ май Путин ҫак мероприяти хыҫҫӑн Курск облаҫӗнчи лару-тӑру пирки вăй ведомствисен докладне итлени ҫинчен пӗлтернӗ.
 
Ытларикун ирхине ВСУ Курск облаҫӗн территорине ҫӗмӗрсе кӗме хӑтланса пӑхнă. Раҫҫей Оборона министерстви ҫав кунах Украина ҫарӗсем 300 çар служащи, 11 танк тата 20 ытла бронемашина пулӑшнипе РФ чиккине хӳтӗлекен подразделенисен позицийӗсене Николаево-Дарьино тата Олешня ялӗсен таврашĕнче вӑйпа атакӑлани ҫинчен пӗлтернӗ. Курск облаҫӗн губернаторĕн тивĕçне пурнăçлакан Алексей Смирнов пӗлтернӗ тӑрӑх, пограничниксем тата РФ пограничникӗсем пӗтӗм техникӑн 16 единицине чикӗре аркатса тӑкнӑ.
 
РФ Оборона министерстви юнкун РФ подразделенийӗсем ҫӗр каҫиччен Раҫҫей ФСБин чикӗри органӗсемпе пӗрле Раҫҫейпе Украина чикки ҫумӗнчи Курск облаҫӗнчи районсенче хӗҫпӑшаллӑ йӗркесене тӗппипех пӗтерни ҫинчен пӗлтернӗ. Тӑшмана Раҫҫей территорине шалалла кӗрсе кайма ирӗк паман, ҫухатусем 260 ҫынпа 50 единица бронетехника пулса тӑнӑ, палӑртнӑ ведомствӑра.
 
Путин Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва ӑнлантарса панӑ май Киев режимĕ черетлӗ масштаблӑ провокаци туни ҫинчен, ҫав шутра граждансем çийĕн пӗр чарӑнмасӑр пеме тытӑнни ҫинчен пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74718/photos/77641
 
материалĕсем тӑрӑх.
 
 
Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва пула Путин вӑй ведомствисен пуҫлӑхӗсене пуҫтарнă
Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва пула Путин вӑй ведомствисен пуҫлӑхӗсене пуҫтарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: