Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
15 Августӑн , 12:34

Путин Раҫҫейпе Пакистан хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене палӑртнă

#владимирпутин

Путин Раҫҫейпе Пакистан хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене палӑртнă
Путин Раҫҫейпе Пакистан хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене палӑртнă
#владимирпутин
Раççейпе Пакистан хушшинчи хутшӑнусем туслӑ характерпа ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, тӗрлӗ облаҫсенче икӗ енлӗ лайăх ӗҫлеҫҫӗ. Кун пирки августӑн 14-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Пакистан лидерне Асиф Али Зардарине тата ҫӗршывăн премьер-министрӗ Шехбаз Шарифа Патшалӑх никамапӑхӑнманлăх кунĕ ячӗпе саламланӑ.
 
"Пирӗн патшалăхсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ облаҫсенче икӗ енлӗ ӗҫлени, регионти кун йӗркин нумай çивĕч ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе вӑй хунине координацилени, ҫав шутра терроизма хирĕçле тата афган ҫул-йӗрӗсенче", - тенӗ Путин саламлӑ телеграмминче.
Президент РФ тата Пакистан ҫыхӑнӑвӗсене конструктивлӑ тесе каланӑ, вӗсем малашне те икӗ ҫӗршыври халӑхсен ырлӑхӗшӗн тата тӗнчери хӑрушсӑрлӑхпа ҫирӗплӗхе тивӗҫтерес енӗпе усӑллӑ аталанасса ĕненет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/
 
 
 
 
Путин Раҫҫейпе Пакистан хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене палӑртнă
Путин Раҫҫейпе Пакистан хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене палӑртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: