#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Узбекистан пуҫлӑхӗпе Шавкат Мирзиёевпа кӗҫнерникун, августӑн 15-мӗшӗнче телефонпа калаҫнӑ чухне икӗ енлӗ кал-кал аталанакан сотрудничествăн тӗп ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă.
"Узбекистан пуҫарӑвӗпе Владимир Путин республика президенчӗпе Шавкат Мирзиёевпа телефонпа калаҫнӑ", - тенӗ Кремль Telegram-каналӗнче.
Калаҫура ҫӗршывсен лидерӗсем тӗнчери тата регионти кун йӗркин çивĕч темисене сӳтсе явнӑ, РФ БРИКС пӗрлешӗвӗнче хальхи председатель пулнине шута илсе.
Кунсӑр пуҫне Путинпа Мирзиёев Мускавпа Ташкент хушшинчи стратегилле партнерствӑна малашне ҫирӗплетме хатӗрри ҫинчен пĕлтернĕ.
https://iz.ru/1743159/2024-08-15/putin-obsudil-s-mirzieevym-sotrudnichestvo-rf-i-uzbekistana