Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
20 Августӑн , 11:49

Путинпа Алиев Бакури "Белый город" территорине пӑхса тухнă

#владимирпутин

Путинпа Алиев Бакури "Белый город" территорине пӑхса тухнă
Путинпа Алиев Бакури "Белый город" территорине пӑхса тухнă

#владимирпутин

РФ Президенчӗ Владимир Путин тата Азербайджан ĕçтешӗ Ильхам Алиев Бакури "Белый город" территорине ҫитсе курнӑ. Кун ҫинчен августӑн 19-мӗшӗнче Кремлĕн официаллӑ сайтĕнче пӗлтернӗ.

Патшалăхсен пуҫлӑхӗсем нимӗҫ иномаркипе территорипе иртсе кайнӑ. Автомобиль рулĕ умӗнче Азербайджан лидерӗ ларнине палӑртнӑ.

Малалла Путинпа Алиев Святой арӑмсен-мироносецсен кафедра соборне кайнă. Унта Раҫҫей Президенчӗ священниксене "Преображение Господне» турӑш парнеленӗ.

"Белый город" Бакун хӗвелтухӑҫ пайне юсас тата аталантарас енӗпе хула строительствин проекчӗ пулса тӑрать, унта XIX–ХХ ӗмӗрсенче нефть промышленноҫӗн предприятийӗсем вырнаҫнӑ. Проекта хула типлӑ вунă универсаллӑ района кӗртет.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/74886

https://iz.ru/1745316/2024-08-19/putin-i-aliev-osmotreli-territoriiu-belogo-goroda-v-baku

 

 

Путинпа Алиев Бакури "Белый город" территорине пӑхса тухнă
Путинпа Алиев Бакури "Белый город" территорине пӑхса тухнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: