#владимирпутин
Раҫҫейпе Китайӑн нумай ҫул малалла пӗрлехи анлӑ плансем туса хатӗрленӗ. Кун пирки августӑн 21-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин КНР Патшалӑх Совечӗн премьерӗпе Ля Цянпа Мускаври тӗлпулура пӗлтернӗ.
"Пирӗн патшалӑхсен пӗрлехи анлӑ плансем, экономикӑпа гуманитари сферисенче проектсем туса хатӗрленӗ, нумай ҫул мала тухасса шанатпӑр", - палăртнă Раҫҫей лидерӗ.
Президент ҫапла хушса хунă: сотрудничествăн тӗп ҫул-йӗрӗсене вӑл кӑҫал КНР председателӗпе Си Цзиньпинпа калаҫнӑ чухне палӑртнӑ.
Ли Цян РФ официаллӑ визитпа килнĕ. Вӑл Путинпа Мускав Кремлӗн представитель кабинетӗнче тĕл пулнă. КНР Патшалӑх Совечӗн премьерӗ Раҫҫее РФ премьер-министр Михаил Мишустин чӗннипе килнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/mediu