Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
2 Сентябрӗн , 12:14

Раҫҫей СВО задачисене малалла пурнӑҫлать, — тенӗ Путин

#владимирпутин

Раҫҫей СВО задачисене малалла пурнӑҫлать, — тенӗ Путин
Раҫҫей СВО задачисене малалла пурнӑҫлать, — тенӗ Путин

 

#владимирпутин

Путин: Раççей СВО задачисене пурнӑҫлать, граждансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерет.

Анӑҫ элитисем Украинӑна Раççейпе кӗрешмелли хĕçпăшал вырӑнне хураҫҫӗ, Мускав ҫакна курать, граждансен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн ятарлӑ ҫар операцийӗн шайӗнче тӗллевсене малалла пурнӑҫлать, — тенӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин.

Монголие каяс умӗн Путин монголсен "Оноодор" хаҫатне интервью панӑ, унӑн текстне Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.

"Анӑҫ элитисем паянхи киев режимне политика, финанс тата ҫар пулӑшӑвӗ параççĕ, ӑна Раҫҫейпе кӗрешмелли хĕçпăшал вырӑнне хураççĕ. Ҫакна эпир Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли ятарлӑ ҫар операцийӗн шайӗнче, пирӗн граждансене, палӑртнӑ тӗллевсене пурне те куратпӑр тата малалла та йӗркеллӗ пурнӑҫлатпӑр", - пӗлтернӗ Путин.

 Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74966/photos/77925

 

https://ria.ru/20240902/spetsoperatsiya-1969879387.html

материалĕсем тӑрӑх.

 

Раҫҫей СВО задачисене малалла пурнӑҫлать, — тенӗ Путин
Раҫҫей СВО задачисене малалла пурнӑҫлать, — тенӗ Путин
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: