Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
3 Сентябрӗн , 11:25

Путин Монголие официаллӑ визитпа çитнĕ

#владимирпутин

Путин Монголие официаллӑ визитпа çитнĕ
Путин Монголие официаллӑ визитпа çитнĕ

 

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин официаллӑ визитпа Монголине ҫитнӗ, Халхин-Гол юханшывӗ ҫинче совет тата монголсен Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем пӗрле ҫӗнтернӗренпе 85 ҫул ҫитнӗ ятпа унта мероприятисене хутшӑнать. Кун ҫинчен сентябрӗн 2-мӗшӗнче Кремль пресс-служби пӗлтерет.

Аэропортра патшалăх пуҫлӑхне, йӗркеленсе тӑрса, монголсен йӑлана кӗнӗ униформи тăхăннă хисеплӗ хурал кӗтсе илнĕ.

Визит программинче Раҫҫей лидерӗ Ухнагийн Хурэлсухпа монголсен ĕçтешĕпе калаҫусем, вӗсем ансӑр тата анлӑ йышсенче иртĕç. Лидерсем хальхи тӗнчери тата регионти нушасем пирки шухӑш-кӑмӑлпа ылмашăнĕç. Унсӑр пуҫне вӗсем "пӗтӗм стратегилле ӗҫтешлӗхӗн Раҫҫейпе Монголин хутшӑнӑвӗсене малалла аталантармалли малашлӑх" ҫинчен ыйтăва сӳтсе явӗҫ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/74988

https://iz.ru/1752544/2024-09-02/putin-pribyl-s-ofitcialnym-vizitom-v-mongoliiu

 

Путин Монголие официаллӑ визитпа çитнĕ
Путин Монголие официаллӑ визитпа çитнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: