Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
11 Сентябрӗн , 12:16

Путин Раҫҫей ҫарӗн служащисене чӑн-чӑн геройӗсем тенӗ

#владимирпутин

Путин Раҫҫей ҫарӗн служащисене чӑн-чӑн геройӗсем тенӗ
Путин Раҫҫей ҫарӗн служащисене чӑн-чӑн геройӗсем тенӗ

 

#владимирпутин

Путин: Раҫҫей ҫарӗсем СВО зонинчи ҫар объекчӗсене тухӑҫлӑ тĕп тăваççĕ.

Раҫҫей ҫарӗсем тӑшмана СВО зонинче пырса ҫапаҫҫӗ, инфратытӑм объекчӗсене тухӑҫлӑ пӗтереҫҫӗ, - тенӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин.

Путин, телемост йӗркипе, "Океан-2024" стратегилле командӑпа штаб вӗрентӗвӗн активлӑ фазине хутшӑннӑ.

"Паян ятарлӑ ҫар операцийӗнче вӗсем (Раҫҫей ҫарӗсем) чи хӗрӳллӗ ҫапӑҫусенче хӑйсене шеллемесӗр ҫапӑҫаҫҫӗ, тӑшмана ҫапса аркатаҫҫӗ, унӑн ҫар объекчӗсемпе инфратытӑмне тухӑҫлӑ пӗтереҫҫӗ, хӑюллӑ та професси енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем чӑн-чӑн геройсем", — тенӗ Путин "Океан-2024" командӑпа штаб ученийӗсен активлӑ фазине уҫнӑ май.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗ Раҫҫей морякӗсен ҫӗршывӑн суверенитетне тата территори тӗрӗслӗхне хӳтӗлес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнса тӑнине палӑртнӑ.

"Пирӗн моряксем Тӑван çӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче яланах паттӑр тӑнӑ", - тесе каланӑ вӑл, вӗсем СВО зонинче хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленине палӑртса.

 Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75083/photos/78191

 

https://ria.ru/20240910/putin-1971870824.html

материалĕсем тӑрӑх.

 

Путин Раҫҫей ҫарӗн служащисене чӑн-чӑн геройӗсем тенӗ
Путин Раҫҫей ҫарӗн служащисене чӑн-чӑн геройӗсем тенӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: