Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
17 Сентябрӗн , 11:38

Путин Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен штат йышне ӳстерме йышӑннă

#владимирпутин

Путин Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен штат йышне ӳстерме йышӑннă
Путин Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен штат йышне ӳстерме йышӑннă

#владимирпутин

Путин штата 2 389 130 единица таран ӳстерме, вӗсенчен 1,5 млн — ҫар служащийĕ.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен  штат йышне 2 389 130 единица, ҫав шутра 1,5 млн ҫар служащисен йышне ӳстерме йышӑннӑ. Кун пирки право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче вырнаҫтарнӑ сентябрӗн 16-мӗшӗнчи тивӗҫлӗ указра каланӑ.

"1996 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи Федераци саккунӗн 4 статйипе килӗшӳллӗн 61-мӗш номерлă ФЗ "Об обороне" саккунӗн статйипе килӗшӳллӗн РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен штат йышне 2 389 130 единица, ҫав шутра 1 500 000 ҫар служащийĕ", - тесе палӑртнӑ текстра.

Кунсӑр пуҫне документра правительствӑна указа пурнӑҫлама федераци бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ Оборона министерствине уйӑрассине пӑхса хӑварма хушнӑ.

Постановлени кӑҫалхи декабрьтен вӑя кӗрет.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75110/photos/78291

https://iz.ru/1759872/2024-09-16/putin-postanovil-uvelichit-shtatnuiu-chislennost-vooruzhennykh-sil

 

Путин Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен штат йышне ӳстерме йышӑннă
Путин Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен штат йышне ӳстерме йышӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: