Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
25 Октябрӗн , 12:04

Путин РФ тата Вьетнамăн политика калаçăвне хак панă

#владимирпутин

Путин РФ тата Вьетнамăн политика калаçăвне хак панă
Путин РФ тата Вьетнамăн политика калаçăвне хак панă
 
#владимирпутин
Раҫҫейпе Вьетнамӑн политика диалогӗ интенсивлӑ та тулăх тытăмлă. Кун пирки октябрӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Вьетнам премьер-министрӗпе Фам Минь Чинпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.
"РФ тата Вьетнам хушшинчи политдиалог интенсивлӑ та тулăх тытăмлă. Парламентсем, министерствӑсем, ведомствӑсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ", - тенӗ Путин.
Раҫҫей Президенчӗ çавӑн пекех РФ Вьетнам влаҫӗсем БРИКС ӗҫне хутшӑнас кӑмӑлне ырланине палӑртнӑ. Вӑл саммита хутшӑннӑшӑн тав тунă, Вьетнамăн ЦК Компартин тӗп секретарьне, президентне То Лам юлташа "чи ӑшӑ салам" каланă.
"Ӑна ҫак ҫӳллӗ поста лартнă ятпа саламлама ыйтатӑп. Эпир ăна Раҫҫейре визитпа кӗтетпӗр", - палӑртнă Президент.
Хӑй енчен, Вьетнам премьер-министрӗ Раҫҫее йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑ ҫӗнтернӗ ятпа саламланă.
Фам Минь Чин та Вьетнамшӑн РФ "стратегилле чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫтешсенчен" пӗри пулнине палӑртнӑ. Премьер тата Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланă, ӑна парне панă.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
 
 
 
Путин РФ тата Вьетнамăн политика калаçăвне хак панă
Путин РФ тата Вьетнамăн политика калаçăвне хак панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: