-1 °С
Пӗлӗтлӗ
#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ноябрӗн 24-мӗшӗнче турккӑ ĕçтешĕпе Реджеп Тайип Эрдоганпа телефонпа калаҫнӑ май суту-илӳпе экономика сотрудничествин тухӑҫлӑхне ӳстерессине сӳтсе явнӑ.
"Октябрӗн 23-мӗшӗнче Хусанта калаҫнӑ хушӑри суту-илӳпе экономика сотрудничествин тухӑҫлӑхне ӳстермелли акцентпа кун йӗркин икӗ енлӗ ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ", — тесе палӑртнӑ Кремль сайтӗнче.
Ҫавна май тивӗҫлӗ ведомствӑсемпе ҫыхӑну йӗркелесе ярӗҫ. Унсӑр пуҫне, калаҫу пынӑ чухне ҫӗршывсен лидерӗсем тӗнчери темиçе темӑна хускатнӑ.