Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
29 Ноябрӗн , 09:43

Путин пилотсăр аппаратсене уйрӑм ҫара уйӑрасси ҫинчен пӗлтернӗ

#владимирпутин

Путин пилотсăр аппаратсене уйрӑм ҫара уйӑрасси ҫинчен пӗлтернӗ
Путин пилотсăр аппаратсене уйрӑм ҫара уйӑрасси ҫинчен пӗлтернӗ


#владимирпутин
Раҫҫейре пилотсӑр вӗҫев аппарачӗсене (БПЛА) уйрӑм ҫара уйӑрса парасси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки ноябрӗн 28-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Астанана кайса килнӗ пӗтӗмлетӳсем тунă май журналистсене пӗлтернӗ.
Пилотсăр аппаратсене уйрӑм ҫара уйӑрса парасси ҫинчен ыйтӑва хуравланă май вӑл ҫак темӑпа РФ Генштабӗнче тата Оборона министерствинче шухӑшланине каланă. Унсӑр пуҫне патшалăх пуҫлӑхӗ Андрей Белоусова хальхи оборона министрӗ тата пилотсăр аппаратсене тивекен ыйтусене лайӑх пӗлекен ҫын тенĕ, хальхи вӑхӑтра професси ҫар ҫыннисемпе пӗрле ҫак ӗҫе организацилеме майсене тишкерни ҫинчен хушса хунă.

Путин каланă тӑрӑх, пилотсăр аппаратсемпе тытăçура икӗ енӗпе те пӗр пек активлӑ усӑ кураҫҫӗ.
"Пирӗн ҫар служащийӗсем, пирӗн ачасем ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа реакцилеме вӗренчӗҫ, ҫитменнине тата ҫапӑҫусен зонине питӗ нумай вӗреннӗ ҫынсем килчӗҫ", - каланă Путин.

Президент пилотсăр аппаратсене ҫапӑҫури ӑнӑҫлӑ ӗҫсен чи пӗлтерӗшлӗ факторӗсенчен пӗри тенĕ. Кунсӑр пуҫне вӑл Раҫҫей ҫарӗ çапăçу перӗнӗвӗн пӗтӗм линийӗ тӑрӑх активлӑн куҫса пыни ҫинчен хушса хунă.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru
https://iz.ru/1798517/2024-11-28/putin-soobshchil-o-planakh-vydelit-bespilotniki-v-otdelnyi-vid-voisk

 

Путин пилотсăр аппаратсене уйрӑм ҫара уйӑрасси ҫинчен пӗлтернӗ
Путин пилотсăр аппаратсене уйрӑм ҫара уйӑрасси ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: