#владимирпутин
Таджикистан Раҫҫейӗн шанчӑклӑ союзникӗ пулса тӑрать. Кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн ӗҫтешӗпе Эмомали Рахмонпа калаҫнӑ вӑхӑтра пӗлтернӗ.
"Пирӗн ҫыхӑнусем питӗ конструктивлӑ, лайӑх хӑвӑртлӑхпа аталанаҫҫӗ. Таджикистан – пирӗн шанчӑклӑ союзник тата лайӑх экономика партнерӗ те ", - палӑртнӑ Раҫҫей лидерӗ.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ Душанбен суту-илӳпе экономика ӗҫтешӗсем хушшинче Мускав пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, тесе хушса хунă. Ҫавӑн пекех Путин малашне те усӑллӑ ӗҫ тӑвасса шанать.
Кунсӑр пуҫне вăл РФ тӗнчери хӑрушсӑрлӑх сферинче Таджикистанпа ӗҫлеме чарӑнманнине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне студентсем ҫинчен те ыйту хускатнӑ. Путин Таджикистанри вӗренекенсем валли аслӑ шкулсенче квотӑна ӳстерме хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ.
Путинпа Рахмон икӗ енлӗ калаҫусем Ленинград облаҫӗнчи "Игора" курортра декабрӗн 24-мӗшӗнче иртнĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
https://iz.ru/1813270/2024-12-24/putin-nazval-tadzhikistan-nadezhnym-soiuznikom-rossii