#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Тибетра ҫӗр чӗтреннӗ чухне ҫынсем вилнипе Китай лидерне Си Цзиньпина куляннине пӗлтернӗ. Кун пирки Кремль сайчӗ ҫинче пӗлтернӗ.
"Хисеплӗ господин председатель, Китайӑн Тибет автономи районӗнче ҫӗр чӗтреннĕ хӑрушлӑха пула трагедиллӗ ӗҫсем пирки чун-чӗререн кулянатпăр", - тенӗ Раҫҫей лидерӗ.
Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫейре асар-писер инкекре тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнисемпе пĕрле хуйха пайлани ҫинчен те пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне, Путин инкеке пула асап курнисем часах сываласса шаннине палăртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/
https://iz.ru/1818868/2025-01-07/putin-vyrazil-soboleznovaniia-si-tczinpinu-v-sviazi-s-gibeliu-liudei-pri-chp-v-tibete