#владимирпутин
Египет президенчӗ Абдул-Фаттах ас-Сиси Раҫҫей ӗҫтешӗпе Владимир Путинпа телефонпа калаҫнӑ. Кун ҫинчен январӗн 21-мӗшӗнче Египет лидерӗн канцеляринче пӗлтернӗ.
Палӑртнӑ тӑрӑх, патшалӑх пуҫлӑхӗсем Ҫывӑхри Хӗвелтухӑҫри пӗрлехи проекта тата лару-тӑрӑва пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ. Унсӑр пуҫне экономика ыйтӑвӗсемпе Украина кризисӗ пирки калаҫнă.
"Калаҫусем пынӑ май енсем Египетпа РФ хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмелли ҫулсене сӳтсе явнӑ, сӑмахран Суэц каналӗ хӗрринчи Раҫҫей промзонин проектне, ҫавӑн пекех "Эд-Дабаа" АЭС тӑвассине сӳтсе явнӑ, — тесе ҫырнӑ Египет президенчӗн официаллӑ представителӗ Мухаммед аш-Шинави хӑйӗн Facebook страницинче.
https://iz.ru/1825986/2025-01-21/putin-i-prezident-egipta-sisi-proveli-telefonnyi-razgovor