Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
29 Кӑрлач , 11:29

Путин пилотсăр вӗҫев авиаци сферинче тата 48 центр уҫма палӑртнӑ

#владимирпутин

Путин пилотсăр вӗҫев авиаци сферинче тата 48 центр уҫма палӑртнӑ
Путин пилотсăр вӗҫев авиаци сферинче тата 48 центр уҫма палӑртнӑ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ытларикун, январӗн 28-мӗшӗнче, ҫӗршывра хальхи вӑхӑтра пилотсӑр авиаци сферинче 15 центр ӗҫлени ҫинчен, анчах малашлӑхра тата 48 центр уҫӑласси ҫинчен пӗлтернӗ.

"Кӑҫалхи вунӑ ҫуллӑх горизонтра пӗтӗмпе çакӑн пек 48 центр тума палӑртнӑ. Халӗ вӗсем 15", — тенӗ вӑл пилотсăр вĕçев авиацине аталантармалли ыйтусем пирки канашлу вӑхӑтӗнче.

Раҫҫей лидерӗ Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенче Мускав, Санкт-Петербург, Рязань, Новгород, Сахалин тата Томск облаҫӗсене, çавӑн пекех Пермь крайӗнче ҫавнашкал центрсем ытларах тума май пурри ҫинчен каланӑ.

Путин Тольяттинчи центр анлӑланасса, гражданла пилотсӑр авиаци сферинче тӗпчев, вӗренӳ тата производство кластерӗ пулассине палӑртнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: kremlin.ru

https://iz.ru/1829915/2025-01-28/putin-zaiavil-o-planakh-otkryt-eshche-48-tcentrov-v-sfere-bespilotnoi-aviatcii

 

Путин пилотсăр вӗҫев авиаци сферинче тата 48 центр уҫма палӑртнӑ
Путин пилотсăр вӗҫев авиаци сферинче тата 48 центр уҫма палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: