#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Владимир Зеленскипе калаҫма хатӗр, анчах юридика кӑткӑслӑхĕсем пур, — пӗлтернӗ Кремль пресс-секретарӗ Дмитрий Песков.
Эль-Риядри калаҫусен кунӗнче Владимир Путин Украина ӗҫтешӗпе калаҫу ирттерме сӗтел хушшине ларма хатӗр-и тесе ыйтсан, Песков ҫапла каланă:
"Кирлӗ пулсан, Зеленскипе те калаҫма хатӗр пуласси ҫинчен Путин хӑй темиҫе хут та каланӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех калаçусен юридика фиксацине Зеленскин легитимлӑхне тавлашма май пурри ҫинчен калакан чăнлăха шута илсе тӗплӗн сӳтсе явмалла".
Аса илтеретпӗр, Украина президенчӗн полномочийӗсен срокӗ 2024 ҫулхи майӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ, анчах вӑл черетлӗ суйлав ирттерме килӗшмен.