#владимирпутин
Раҫҫей Ятарлӑ операцисен вӑйĕсене йӗркеллӗ те планпа аталантарать, вӗсене ҫӗнӗ хӗҫпӑшалпа, ҫыхӑну хатӗрӗсемпе тата радиоэлектронлӑ кӗрешӳ хатӗрӗсемпе тивӗҫтерет, - тенӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин.
Ятарлӑ операцисен вăйĕсен кунне Раҫҫейре февралӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Президент кӗҫнерникун Ятарлӑ операцисен вӑйӗсен личнӑй составӗпе ветеранӗсене уяв ячӗпе саламланă, вӗсене профессионализмшӑн, паттӑрлӑхшӑн, ҫар тивӗҫне парӑннӑшӑн тав тунă.
"Палӑртса хӑваратӑп, Ятарлӑ операцисен вӑйĕсене аталантарас енӗпе йӗркеллӗ, тытӑмлӑ, планпа ӗҫ малалла тӑсӑлать. Малалла та сирӗн подразделенисенчи çапăçу майĕсене ӳстерӗпӗр, вӗсене хӗҫпӑшалсемпе экипировкӑсен ҫӗнӗ тӗслӗхӗсемпе, ҫыхӑну хатӗрӗсемпе тата радиоэлектронлӑ кӗрешӳ хатӗрӗсемпе тивӗҫтерӗпӗр", - тенӗ Путин.
Новости РИА.
https://ria.ru/20250227/putin-2001834855.html