Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
5 Мартӑн , 10:38

Путинпа Мьянма премьер-министрӗ пӗрле заявлени йышӑннă

#владимирпутин

Путинпа Мьянма премьер-министрӗ пӗрле заявлени йышӑннă
Путинпа Мьянма премьер-министрӗ пӗрле заявлени йышӑннă

#владимирпутин

РФ Президенчӗ Владимир Путин тата Мьянма премьер-министрӗ Мин Аун Хлайн пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ калаҫусен итогӗсем тӑрӑх пӗрле заявлени йышӑннӑ.

"Пирӗн ҫӗршывсем туслӑхпа, пулӑшу традицийӗсен чӑн-чӑн ҫирӗплĕхĕпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫакна пирӗн Мин Аун Хлай господинпа пулса иртнӗ лару-тӑрӑва тата конструктивлӑ калаҫусене тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ", - тенӗ Раҫҫей лидерӗ.

Путин ҫавӑн пекех энергетика Раҫҫейпе Мьянма хушшинчи ҫыхӑнушӑн стратегилле пӗлтерӗшлӗ вырӑн пулнине палӑртнă. Ҫапла Мьянмӑри пӗчӗк атомлӑ электростанцисем (АЭС) тӑвас ӗҫӗн тӗп принципӗсене пырса тивекен меморандума алӑ пуснӑ. РФ Президенчӗ ҫакӑ экономика аталанӑвӗшӗн, пин-пин ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелес тата пысӑк квалификациллӗ специалистсене йӗркелессишӗн лайӑх пулнине палӑртнӑ.

Суту-илӳпе инвестицисен сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен каланӑ май Раҫҫей лидерӗ икӗ ҫӗршыв та ҫак пӗрлехи ӗҫе малалла тӑсма палӑртнине палӑртнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/76403

https://iz.ru/1848837/2025-03-04/putin-i-premer-ministr-mianmy-priniali-sovmestnoe-zaiavlenie-po-itogam-peregovorov

 

Путинпа Мьянма премьер-министрӗ пӗрле заявлени йышӑннă
Путинпа Мьянма премьер-министрӗ пӗрле заявлени йышӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: