#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин мартăн 17-мӗшӗнче Таджикистанпа пӗрле документсем алӑ пусмалли плансем ҫинчен, ҫав шутра хӑрушсӑрлӑх сферинчи Коллектив хӑрушсӑрлӑхӗ çинчен Договор йӗркелесси пирки пĕлтернĕ.
"Эпир сирӗнпе пӗрле ОДКБ яваплӑхӗн зонинче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес ыйтусемпе аппаланатпӑр. <...> Пирӗн паян тивӗҫлӗ документсене алӑ пусмалла, ҫав шутра ку енӗпе те", — тенӗ Раҫҫей лидерӗ хӑйӗн Таджикистан ӗҫтешӗпе Эмомали Рахмонпа калаҫнӑ май.
Таджикистан президенчӗ те хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсем икӗ енлӗ пӗрлӗхре чи пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Ҫавӑн пекех вӑл тӗнчери тата регион нушисене сӳтсе явма хатӗррине палӑртнă.