#владимирпутин
Раҫҫей Беларуçпа хӑрушсӑрлӑхпа ҫирӗплӗх интересӗсенче пӗр-пӗринпе усӑллӑ союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлать. Кун пирки апрелӗн 2-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Беларуç ӗҫтешне Александр Лукашкенкона икӗ ҫӗршыври Халӑхсен пӗрлӗхӗ кунӗ ячӗпе саламланӑ май каланă.
"Эпир малашне те пӗр-пӗрне усӑллӑ союзниксен ҫыхӑнӑвне — хамӑр тӑван халӑхсен ырлӑхӗшӗн, еврази уҫлӑхӗнче хӑрушсӑрлӑхпа ҫирӗплӗхе тивӗҫтерессипе кӑсӑкланса ӳстерессе шанатӑп", - тенӗ Кремль сайчӗ ҫинче пичетленӗ саламра.
Путин Мускавпа Минск хушшинчи хутшӑнусем тӑванла туслӑхӑн, ҫавӑн пекех ӑс-хакӑлпа культура пӗр-пӗринпе ҫывӑхланнинче никӗсленнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗршывсен ҫыхӑнӑвӗсем пур еннелле те активлӑ аталанаҫҫӗ, ҫавӑн пекех Союзлӑ патшалӑхӑн институчӗсемпе механизмӗсене лайӑхлатасси пулса пырать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: kremlin.ru