#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Космонавтика кунӗ ячӗпе саламланă май ракетӑпа космонавтика отраслӗ спецопераци ирттерессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă. Тивӗҫлӗ телеграммӑна апрелӗн 12-мӗшӗнче Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
"Паян ракетӑпа космос комплексӗ наукӑпа техника вӑй-хӑватне ҫирӗплетес, производство базине тата ҫӗр ҫинчи инфратытӑма лайӑхлатас, космоса вӗренмелли тата хӑнӑхтармалли техникӑн малта пыракан тӗслӗхӗсене туса хатӗрлес, кирлӗ оборона программисене, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцине ирттерессипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс тӗллевсене татса парать", - палӑртнӑ пӗлтерӳре.
Путин каланӑ тӑрӑх, космос сферинче лидер позицийӗсене йышӑнма яланах малалла каймалла. Унсӑр пуҫне спутниксен производствине ӳстермелле, ҫӗнӗ материалсем, ҫавӑн пекех цифрӑпа ядерлă технологийӗсем ӗҫе кӗртмелле.
Вӑл ракетӑпа космос отраслӗ ҫӗршывӑн наци экономикин ӳсӗмӗн локомотивӗсенчен пӗри пулмалла тесе хушса хунӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/POOL/Вячеслав Прокофьев.
https://iz.ru/1869653/2025-04-12/putin-otmetil-vklad-raketno-kosmicheskoi-otrasli-v-reshenii-zadach-v-zone-spetcoperatcii