Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
7 Майӑн 2025, 06:49

Ҫывӑх Тухӑҫри лару-тӑрӑва Путинпа Нетаньяху телефонпа сӳтсе явнă

#владимирпутин

Ҫывӑх Тухӑҫри лару-тӑрӑва Путинпа Нетаньяху телефонпа сӳтсе явнăҪывӑх Тухӑҫри лару-тӑрӑва Путинпа Нетаньяху телефонпа сӳтсе явнă
Ҫывӑх Тухӑҫри лару-тӑрӑва Путинпа Нетаньяху телефонпа сӳтсе явнă

 

#владимирпутин

 

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Израиль премьер-министрӗпе Нетаньях Биньяминпа телефонпа калаҫнă, унта унпа Ҫывӑх Тухӑҫӗнчи лару-тӑрӑвăн тӗрлӗ аспекчӗсене сӳтсе явнă. Ун ҫинчен майӑн 6-мӗшӗнче Кремль сайчӗ ҫинче пӗлтернӗ.

Лидерсем пĕр-пĕрне Аслӑ Ҫӗнтерĕвĕн 80 ҫулхи юбилей ячӗпе саламланă. Путин Израильре пурӑнакан ветерансене сывлӑх тата ырлӑх суннӑ, тенӗ публикацире.

Енсем иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин событийӗсем ҫинчен тӗрӗссине хӳтӗлеме тата истори фальсификацийӗсене хирӗҫ тӑма шут тытнине палӑртнă. Путинпа Нетаньяху та Хӗрлӗ ҫарпа пӗтӗм совет халӑхне нацизма аркатса тӑкас ӗҫре татӑклӑ тӳпе хывнине палӑртнӑ.

«Вӑрҫӑ геройӗсене, Ҫӗнтерӳшӗн пурнӑҫне панӑ ҫынсене Раҫҫейре те, Израильре те таса кӑмӑлпа хисеплеҫҫӗ, майӑн 9-мӗшӗ унта та патшалӑх уявӗ пулса тӑрать», — тесе пӗлтернӗ заявленире.

Калаҫура лидерсем Ҫывӑх Тухӑҫри лару-тӑрӑва тата икӗ ҫӗршыв хушшинчи хутшӑнусен активлӑ ыйтӑвӗсене пӑхса тухнӑ, палӑртнӑ Кремль сайчӗ ҫинче.

https://iz.ru/1882304/2025-05-06/putin-po-telefonu-obsudil-s-netaniakhu-situatciiu-na-blizhnem-vostoke

 

 

Ҫывӑх Тухӑҫри лару-тӑрӑва Путинпа Нетаньяху телефонпа сӳтсе явнă
Ҫывӑх Тухӑҫри лару-тӑрӑва Путинпа Нетаньяху телефонпа сӳтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас