#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин юнкун Малайзи премьер-министрӗпе Анвар Ибрагимпа калаҫу ирттерет, Кремль пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, лидерсем икӗ енлӗ политикӑпа суту-илӳпе экономика пӗрлӗхӗн тӗп ыйтӑвӗсене тӗплӗ сӳтсе явасса кӗтеҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне РФ Президенчӗпе Малайзи премьерӗ икӗ ҫӗршыв пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессине малалла тарӑнлатас енӗпе утӑмсем палӑртаҫҫӗ, ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери тата регионти кун йӗркин çивĕч ыйтӑвӗсемпе хăйсен шухăшĕсемпе пӗр-пӗринпе ылмашăнаҫҫӗ.
Малайзи енӗ РФ диалогӗ пынӑ май суту-илӳпе инвестици, ял хуҫалӑхӗ, вӗренӳ, аэрокосмос промышленноҫӗ тата энергетика енӗпе ӗҫлекен çул-йĕрсене ҫирӗплетме май килессе шанать.
Новости РИА.