Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
15 Майӑн 2025, 06:28

Путин Бразили президенчӗпе телефонпа калаҫнă

#владимирпутин

Путин Бразили президенчӗпе телефонпа калаҫнăПутин Бразили президенчӗпе телефонпа калаҫнă
Путин Бразили президенчӗпе телефонпа калаҫнă

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин Бразилири спецрейс Мускавра техника чарӑнӑвӗнче Луис Инасио Лула да Силвӑпа телефонпа калаҫнӑ. Кун ҫинчен майӑн 14-мӗшӗнче Кремль пресс-службинче пӗлтернӗ.
Калаҫнӑ май Лула да Силва Китая кайса курни-илтни ҫинчен каласа панӑ, Пекинра Путин пуҫарӑвне Стамбулта Раҫҫейпе украинецсен тӳрӗ калаҫӑвӗсене майӑн 15-мӗшӗнче ҫӗнӗрен пуҫласа яма ыйтса ҫырнӑ заявлени ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхнӑ. Силва икĕ ен калаçнин ҫитӗнӗвне пур майсемпе те пулӑшма шутланине палӑртнă.
Кунсӑр пуҫне Бразили президенчӗ Раҫҫей лидерне Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплӑ мероприятисенче Мускавра ӑшӑ йышӑннӑшӑн тав тунӑ.
Кремльте Путинпа Лула да Силва патшалăхсен стратегилле партнерствине малалла аталантарассине ҫирӗплетнӗ, ӑна майӑн 9-мӗшӗнче Мускавра калаҫусенче импульс панӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА.
https://iz.ru/1886409/2025-05-14/putin-provel-telefonnyi-razgovor-s-prezidentom-brazilii

 

Путин Бразили президенчӗпе телефонпа калаҫнă
Путин Бразили президенчӗпе телефонпа калаҫнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас