Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Политика
20 Майӑн 2025, 05:35

Путинпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Трамп ӑна «кӑмӑллӑ джентльмен» тенĕ

  #владимирпутин

Путинпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Трамп ӑна «кӑмӑллӑ джентльмен» тенĕПутинпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Трамп ӑна «кӑмӑллӑ джентльмен» тенĕ
Путинпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Трамп ӑна «кӑмӑллӑ джентльмен» тенĕ
 
#владимирпутин
Америка лидерӗ Дональд Трамп майӑн 19-мӗшӗнче РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа телефонпа калаҫнӑ хыҫҫӑн ун çинчен «кӑмӑллӑ джентльмен» тесе  каланă.
«Путин хушаматлӑ кӑмӑллӑ джентльменпа пысӑках мар калаҫу. Пӗтӗмӗшпе илсен, пирӗн лайӑх калаҫу пулчӗ, эпир прогреса ҫитрӗмӗр», - тенӗ вӑл Шурӑ ҫуртра чаплӑ каҫхи апат тунӑ чух.
 
Ҫапла вӑл хӑйӗн администрацийӗн иртнӗ кунӗ ҫинчен мероприяти хӑнисене каласа панă.
Трамп ҫав кунах: РФ тӗлӗшпе санкцисем хаяр пулмӗҫ, мӗншӗн тесен Украинӑри хирӗҫӗве йӗркелесе яма май пур, тенӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫей енӗ, ун шучӗпе, вӑрҫӑ ӗҫӗсене вӗҫлес тӗлӗшпе диалог тума хатӗр, ку ыйтура вӑхӑта пачах та тăсмасть, тенӗ.
 
 
Путинпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Трамп ӑна «кӑмӑллӑ джентльмен» тенĕ
Путинпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Трамп ӑна «кӑмӑллӑ джентльмен» тенĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас